Шупашкарта икӗ ача пахчине уҫма хатӗрленеҫҫӗ. Вӗсем кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче тата хулан тӗп пайӗнче пулӗҫ.
Чернышевский урамӗнчи ача пахчине 220 шӑпӑрлан валли хута янӑ. Унта 10 ушкӑн пулмалла. Ҫурта кирпӗчренен тунӑ. Пӗтӗмпе — 992,2 тӑваткал метр. Унта строительствӑпа ҫыхӑннӑ темиҫе ыйтӑва уҫӑмлатмалли тата сӗтел-пукан лартмалли, тавралӑха хӑтлӑх кӗртмелли ҫеҫ юлнӑ.
Октябрь: 50 ҫул урамӗнче те ача пахчине туса пӗтернӗпе пӗрех. Унта унчченхи шкула ача пахчи тӑваҫҫӗ. Икӗ хутлӑ ҫурта 185 ача ҫӳреме тытӑнмалла. Унта та 10 ушкӑн пулмалла.
Аса илтерер: ҫулталӑк вӗҫӗччен виҫӗ ача пахчине уҫма палӑртнӑ. вӗсенчен пӗри, Волжски урамӗнчи, ҫурла уйӑхӗн варринчех ӗҫлеме тытӑннӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнар ял тӑрӑхӗнче лампӑсене пӗр хунар ҫинчен теприн ҫине куҫараҫҫӗ. Ҫакна вӗcем ӗҫсӗр аптӑранипе, ахаль лариччен кӗрӗк арки йӑвала тенине тӗпе хунипе хӑтланмаҫҫӗ-ха.
Лампӑсене ылмаштарни энергие перекетлес тенипе ҫыхӑннӑ. Ял тӑрӑхӗнче маларах урамсенчи лампӑсене энергие перекетлекеннисемпе ылмаштарса тухнӑ. Халӗ тата ҫутӑ диочӗллисем тухса кайрӗҫ. Вӗсем пирки специалистсем тата лайӑхрах тесе калаҫҫӗ. Ҫутта сахал пӗтерет пулин те ҫутатма лайӑх ҫутатать теҫҫӗ. Ҫакна тӗпе хурса атнарсем урамри хунарсем ҫинчи лампӑсене ҫутӑ диодлисемпе ылмаштарса тухнӑ. Энергие перекетлекен лампӑсене те вӗсем тухса пемен. Вӗсене, пурӗ 50 лампа, вырӑнти «Пучах» (Колосок) ача пахчине панӑ.
Хӗрлӗ Чутайӗнчи Ленин урамӗнче ҫӗнӗ ача пахчин ҫурчӗ кӑҫал темиҫе уйӑхрах ҫӗкленсе ларнӑ. Ун пек капмар ҫурт район центрӗнче ҫук та тесе пӗлтерет «Пирӗн пурнӑҫ» район хаҫачӗ.
Ача пахчине тӑвакан организаци мӗнпур ӗҫе контрактпа килӗшӳллӗн раштавӑн 25-мӗшӗнче вӗҫлемелле-мӗн. Район администрацийӗнче нумаях пулмасть ача пахчине вӑхӑтра хута ярас ыйтупа канашлӑва пухӑннӑ.
«Малтанах ача садне «Шевле» ят памалла тесе палӑртнӑччӗ, паян вара «Солнышко» ача сачӗн иккӗмӗш корпусӗ пирки калаҫу пырать», — тесе ҫырнӑ район хаҫатӗнче.
Ҫавӑн пекех ача пахчи валли чӳрече каррисем, кавирсем, спорт инвентарӗ илме укҫа-тенкӗ тупмалла. Яваплисем ӗҫе вӑхӑтра вӗҫлеме шантарнӑ. Ача пахчине 160 ача ҫӳреме пуҫлӗ, 8 ушкӑн пулӗ.
Шупашкарти пӗр ача пахчинчи ҫӗрӗн пӗр пайне строительство тумашкӑн илнӗ. Унта теннис корчӗ тума пуҫланӑ-мӗн
Ку Мичман Павлов урамӗнче. Ача пахчипе ҫумӑнах карта туса лартнӑ, леш енче — строительство. Ҫавна май вылямалли хатӗр-хӗтӗре куҫарма лекнӗ. Анчах ачасем валли вылямалли лапам хӗсӗкленсе юлнӑ. Ара, ушкӑнсенче 30-шар ача вӗт.
Ача пахчинин ертӳлӗхӗ каланӑ тӑрӑх, хула администрацийӗ ҫӗнӗ лапам уйӑрма шантарнӑ. Анчах хальлӗхе ку сӑмахпа кӑна-ха. Кӗҫех ача пахчин тепӗр лапамӗ те строительство айне лекмелле тесе калаҫаҫҫӗ. Анчах унта ӗҫлекенсем тата ашшӗ-амӑшӗ кунпа килӗшесшӗн мар, малаллах кӗрешесшӗн.
Ку шухӑша республикӑн вице-премьерӗ Алла Салаева палӑртнӑ.
Нумаях пулмасть «ТЭФИ-Регион» Пӗтӗм Раҫҫейри кӑҫалхи конкурса пӗтӗмлетнӗ. Тӗп парнене, «Орфея» статуэткӑна, «Тӑван ҫӗршыв мӗнрен пуҫланать» фондӑн президентӗнчен Виталий Баевран, «Чӑваш Ен» патшалӑхӑн телевиденипе радиокомпанийӗн ятарлӑ корреспондентӗнчен Валентина Поливцеваран тата Наци телерадиокомпанийӗн операторӗнчен Андрей Спиридоновран тӑракан пултарулӑх ушкӑнӗ ҫӗнсе илнӗ. Вӗсен «Отсюда – к родному дому» ӗҫӗ «Телевиденин документлӑ фильмӗ» номинацире чи лайӑххи пулса тӑнӑ.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫӗнтерӳҫӗ-проект авторӗсемпе Чӑваш Енӗн вице-премьерӗ Алла Салаева тата информаци политикин министрӗ Александр Иванов тӗл пулнӑ.
Виталий Баев тӳре-шара «Нарспи» аудиокӗнекепе те паллаштарнӑ. Ӑна «Тӗнче литературин архивӗ» издательствӑпа «Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗ» муниципалитет учрежденийӗ пӗрле пулса кӑларнӑ.
Алла Салаева «Нарспие» халӑх патне ҫитерме пулӑшма хатӗррине пӗлтернӗ. Ун пек майсенчен пӗри вӑл — аудиокӗнекен вырӑсла тата чӑвашла варианчӗсене шкулсенче тата ача пахчисенче вӗрентни.
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Шупашкар районӗнчи уйрӑмӗнче ӗнертенпе улшӑну пулса иртнӗ. Ҫапла пӗлтернӗ паян ҫурҫӗр иртни пӗр сехет хыҫҫӑн «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Кӳкеҫ поселокӗн халӑх канашӗ» ушкӑн.
Асӑннӑ партин районти уйрӑмӗн ертӳҫи пулса унччен тӑрӑшнӑ Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхне Георгий Егорова обществӑлла ҫав яваплӑхран хӑтарнӑ-мӗн.
Хыпарта ҫакӑ авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртнӗ суйлавра «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти муниципалитет шайӗнче хӑйне начар енчен кӑтартнипе ҫыхӑнма пултарнӑ тесе тӗшмӗртеҫҫӗ. Георгий Иванович кандидатуринчен парти тепӗр сӑлтава пула хӑтӑлас темен-ши тесе пуҫ ватакансем те пур-мӗн. Ку версие ӗненсен, Георгий Иванович Кӳкеҫри «Крепыш» ача пахчине тунӑ чух тӗрӗс мартарах йышӑнусем тума пултарнӑ. Асӑннӑ ача пахчине хӑпартассипе ҫыхӑннӑ ӗҫ-хӗле Федерацин хӑрушсӑрлӑх служби тӗрӗслет имӗш.
ЧР Правительстви ача пахчинчи тӳлеве ӳстернӗ. Ҫакна черетлӗ канашлура йышӑннӑ. Хака мӗншӗн ӳстернӗ? Чиновниксем ҫакна апатлану хакӗ хӑпарнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ.
ЧР вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, 12 сехетлӗхе ҫӳрекен ачасемшӗн кунне 70–100 тенкӗ тӳлемелле пулӗ. 10 сехетлӗхе пыракансен 55–90 тенкӗ кӑларса хумалла.
Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Шупашкар районӗсенче 12 сехетлӗ режимлӑ ача пахчисенче 70 тенкӗрен йӳнӗрех пулӗ. Канаш, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗмӗрле районӗсенче 10 сехетлӗ режимшӑн 50 тенкӗрен сахалрах кӑларса хумалла.
Шупашкарти «Калейдоскоп» ача пахчи лицензисӗрех ӗҫленӗ. Инкек пулмасан телей пулмастчӗ теҫҫӗ те, те ҫавӑн пек каламалла ӗнтӗ. Ача пахчинче пӗр шӑпӑрлан аманни пирки унӑн ашшӗ-амӑшӗ прокуратурӑна пӗлтернӗ.
2014 ҫул вӗҫӗнче уҫӑлнӑ ача пахчи вӗренӳ тата ача правине хӳтӗлессипе ҫыхӑннӑ саккунсене кӑнттаммӑн пӑснӑ. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ прокуратура тӗрӗслевӗ. Пуринчен ытла тӗлӗнтерекенни — ача пахчин ӗҫлеме ирӗк (лицензи) те пулман-мӗн.
Тӳре-шаран чӗлхипе каласа каяс килменрен кӑлтӑксене кунта асӑнса тӑмӑпӑр. Маларах каланӑ икӗ ҫулхи ача ахальтен аманнӑ. Ҫав инкек хыҫҫӑн та ача пахчинче тивӗҫлӗ пӗтӗмлетӳ туман. Ача-пӑча лаптӑкӗнче ӳксе ыраттарасран ятарлӑ сий сарман. Унта икӗ ҫулхисене выляма юрӑхсӑр япаласем пулнӑ.
Прокуратура тӗрӗсленӗ тӑрӑх надзор органӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн яваплисене административлӑ майпа явап тыттарнӑ, ача пахчи лицензи илме хутсем тӑратнӑ.
Ачасем плитапа усӑ курма, салат хатӗрлеме, кукӑль пӗҫерме вӗренеҫҫӗ. Ку Шупашкарти 169-мӗш ача пахчинче.
Мастерскойне аслисем валли пекех хатӗрленӗ. Унта ҫӳрекенсем 4 ҫултах салат валли турама, бутербродсем хатӗрлеме, кукӑль таврашӗ пӗҫерме пӗлеҫҫӗ. Ачасем хӑйсем те рецептсем хатӗрлеҫҫӗ. Вӗсем ача пахчин рецепт кӗнекисене те кӗреҫҫӗ.
Ачасем кунта ҫӗҫӗ таврашне мӗнле тытмаллине те вӗренеҫҫӗ. Хӑрушсӑрлӑх техникине, тӗпелте хӑйсене мӗнле тытмаллине лайӑх пӗлеҫҫӗ вӗсем.
7-ри Карина Васильева ача пахчинче бутерброд тума вӗреннӗ те унпа килтисене те хӑналанӑ. Халӗ вӑл аслисене тӗпелте ытларах пулӑшма тӑрӑшать.
Кунашкал мастерскойсем Шупашкарти тепӗр тӑватӑ ача пахчинче тунӑ. Ку вӗсене ӑсталӑхне аталантарма пулӑшать.
Кӗрхи хитре кунсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ, ҫавӑнпа ачасем ҫулҫӑсенчен, ытти япаласенчен хитре хатӗр-хӗтӗрсем ӑсталаҫҫӗ. Ача пахчисене ҫӳрекен шӑпӑрлансем те ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле темӗн те тума юратаҫҫӗ.
Сӗнтӗрвӑрринчи «Пилеш» ача пахчинче кӗрхи курав иртнӗ. Вӑл «Чудинки из корзинки» (чӑв. Карҫинккари тӗлӗнтермӗшсем) ятлӑ. Ӑна ачасем ватӑсен кунне халалланӑ.
Курав ҫак номинацисемпе иртнӗ: «Улма-ҫырла бумӗ» (улма-ҫырларан тунӑ япаласем), «Сеньор Помидор патӗнче — хӑнара», «Очей очарование» (кӗрхи картинӑсем, панно, аппликаци), «Самоделки чудеса» (ҫутҫанталӑк материалӗнчен тунӑ композици), «Золотые руки воспитателя».
Куравра ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ, воспитательсем хатӗрленӗ чылай ӗҫ пулнӑ. Вӗсем халӗ ача пахчин музейӗнче вырӑн тупнӑ.
Сӑнсем (17)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |